«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» пуплевӗшсен шучӗ пӗр миллион та 500 пинрен иртнӗ. Сӑмахсен шучӗ те 15 миллион патнелле ҫывхарса пырать. Текстсен йышӗ те 5 пинрен кӑшт кӑна сахалрах. Чӑваш чӗлхин корпусӗнче шӑп ҫакнашкал кӑтартусене паянхи кун асӑрхама пулать те.
Чӑн-чӑн корпус шутланмашкӑн 20 миллион сӑмах пулмалла теҫҫӗ чӗлхеҫӗсем. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ку тӗллев патне майӗпен талпӑнать те ӗнтӗ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 14 миллион пулнӑ пулсан паянхи кун вара кунти сӑмахсен калӑпӑшӗ 14 миллион та 850 пин патне ҫывхарса пырать.
Унсӑр пуҫне корпусра нумай пулмасть хушнӑ функционал та пуянланса пырать. Сӑмах сасӑланӑ текстсем пирки. Вӗсен калӑпӑшӗ паянхи куна 1 сехет ҫурӑран иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ӑна нумай пулмасть кӑна хушнӑ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, текстсене сасӑласа пулӑшас енӗпе кашниех пулӑшма пултарать. Енчен те регистрациленме кӑмӑл ҫук пулсан эсир ятарлӑ аккаунтпа усӑ курма пултаратӑр. Унӑн логинӗ: «sasala», вӑрттӑн сӑмахӗ те ҫавӑн пекех: «sasala». Енчен те хӑвӑр сасса ыттисенчен уйрӑм ҫырас килет пулсан уйрӑммӑн регистрациленме пулать. Текста сасӑланӑ чухне чаплӑ хатӗр-хӗтӗр (микрофон, ятарлӑ студи) кирлех мар.
Ӗнер «Культура» телеканал чӑвашсене тата Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти вак халӑха ҫутта тухма пулӑшнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитни ҫинчен сюжет кӑтартнӑ.
Иван Яковлев сумлӑ педагог, ҫыравҫӑ, тӑлмачӑ, хальхи чӑваш алфавитне йӗркелекенӗ тата пӗрремӗш чӑваш шкулне уҫаканӗ пулнӑ.
Аслӑ патриархӑмӑр хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра 400 ытла шкул уҫса хӑварнӑ. Чӑваш ачисем валли ҫеҫ мар, ытти халӑхсенни валли те.
Ҫуралсан виҫӗ кунтан тӑлӑха юлнӑскер ырӑ ҫемьене лекнӗ. Каярах ӑна темле ура хума хӑтланакан та пулнӑ, анчах Иван Яковлевӑн ырӑ ячӗ тата ырӑ ӗҫӗсем упранса юлнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫинчен сюжет кӑтартнӑ. Пирӗн халӑхӑмӑрӑн уявӗ ҫинчен «Доброе утро» кӑларӑмра асӑнса хӑварнӑ.
«Чӑваш Ен — ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ ҫершывӗ. Кудряшовемпе Абрамовсен ҫемйисенче чӑвашла кашни юрра перекетлӗн упраҫҫӗ, ҫавна май вӗсем 12 ҫул каялла ҫемье ансамблӗ йӗркелесе янӑ. Репетицисене сӗтел хушшинче ларнӑ чух та ирттереҫҫӗ. Коллективра 24 ҫын…» — каласа кӑтартнӑ сюжетра.
Чӑвашла Атӑлҫи пӑлхарсем те чӑвашла калаҫнине, пӑлхар ушкӑнӗнчи чӗлхесенчен чӑваш чӗлхи ҫеҫ упранса юлни пирки каласа панӑ. «Ку чӗлхепе паян пӗр миллион ытла ҫын калаҫать. Чӑваш Енре кӑна мар, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр, Сарту, Пенза облаҫӗсенче», — пӗлтернӗ сюжетра.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» ансамблӗ гастроле тухса кайнӑ. Аякках мар-ха, хамӑр республика тӑрӑх.
Виҫӗ кунлӑх тур вӑхӑтӗнче артистсем тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.
Пӗрремӗш кун вӗсем Улатӑр хулинчи Культура ҫурчӗн сцени ҫине тухнӑ. Унта ансамбль «Тӑван халӑх сасси» программӑпа ҫитнӗ. Филармонире палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, концерт артистсен пултарулӑхне яр уҫҫӑн уҫса панипе пӗрлех чӑваш чӗлхин илемлӗ янӑравӗпе киленме май парать.
Паян пирӗн республикӑра Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине анлӑн уявлаҫҫӗ. Патриархӑмӑра сума суса Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ умӗнче лартнӑ палӑк умӗнче митинг иртнӗ.
Пухӑннисем умӗнче республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова тата ыттисем сӑмах тухса каланӑ. Министр паянхи кун Чӑваш Еншӗн ҫеҫ мар, республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсемшӗн те пысӑк уяв пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Светлана Каликова Иван Яковлев халалне пысӑка хурса хакланӑ май вӑл чӑвашсемшӗн ҫеҫ мар, ытти наци ҫыннисемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑнса хӑварнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗпе тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, хӑйӗн аслӑлӑхӗпе пире паян та тӗлӗнтерекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ.
«Вӑл хӑйӗн педагогика тытӑмне йӗркеленӗ, вӗренӳ заведенийӗсем уҫнӑ, ҫынна юратма тата тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентнӗ. Унӑн пурнӑҫӗн ҫулӗ Тӑван ҫӗршыва тата хӑй халӑхне чунтан парӑнса ӗҫленине кӑтартакан ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать.
Паян Чӑваш чӗлхи кунне Раҫҫейри чылай регионта анлӑн уявлаҫҫӗ, унта чӑваш халӑхӗн тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине тата культура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан майсем пурнӑҫланаҫҫӗ», — тенӗ саламра.
Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене ирттернӗ май чӑваш артисчӗсем Мускава гастрольпе тухса кайӗҫ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗп хулинчи А.С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗнче (вӑл Тверь бульварӗнче вырнаҫнӑ) спектакльсем кӑтартӗҫ.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 19:00 сехетре, Иоаким Максимов-Кошкинский пьесипе «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» (Константин Иванов) драмине кӑтартӗҫ, 29-мӗшӗнче — Ухсай Яккӑвӗ пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чурине».
И.Я. Яковлев калавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировкӑсен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пынӑ. Унта пахчисемпе шкул ачисем хутшӑннӑ.
Конкурса Чӑваш Енри, Тутар Республикинчи, Ульяновск облаҫӗнчи 173 ача хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса панӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призёрсене дипломсемпе чыслама, конкурса хутшӑннисене сертификат парса хавхалантарма йышӑннӑ.
Чӑваш Енри вӗренӳ заведенийӗсенче ҫак кунсенче «Чӑваш чӗлхи» фильм кӑтартаҫҫӗ.
Асӑннӑ акци пирки хулара ӳссе кайран хӑй тӗллӗн чӑвашла вӗреннӗ Виктор Чугаров режиссёр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Акци фильма ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулта кӑтартнипе пуҫланнӑ. Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑскер вунӑ куна тӑсӑлӗ.
Чӑвашсем ҫнчен ӳкернӗ чӑвашла фильма шкулсенче кӑтартма республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви сӗннӗ.
«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» Hunspell валли тунӑ чӑвашла сӑмах пуххине ҫӗнетнӗ. Унчченхи версине ҫӗнетнӗренпе ҫулталӑк иртнӗрен тахҫанах ҫӗнӗ верси кӑларма вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ. Паян вара эпир ҫак ӗҫе пурнӑҫларӑмӑр.
Сӑмах пуххи пуянланса пынӑҫемӗн унӑн калӑпӑшне ӳстерме йывӑртарах ӗнтӗ. Апла пулин те пӗлтӗрхипе танлаштарсан словарь 274 сӑмахпа пуянланчӗ (пӗтӗмӗшле сӑмах йышӗ 31 775-е ҫитнӗ). Унсӑр пуҫне тӗрлӗ йӑнӑшсене юсанӑ, сӑмах формисене хатӗрлекен правилӑсене тӳрлетнӗ. Ҫапла май ҫӗнӗ словарь мӗнпур чӑваш сӑмахӗсене палласа илме вӗренеймен пулин те унашкал сӑмахсен йышӗ пӗчӗкленнӗ.
Hunspell хатӗрпе Mozilla Firefox браузерта, LibreOffice офис пакетӗнче тата ытти хӑш-пӗр программӑсенче чӑвашла ҫырнӑ текстсенчи орфографине тӗрӗслеме май пур. Паллах, мӗнпур опечаткӑна вӑл кӑтартаймӗ (сӑмахран, «вал» та «вӑл» та уйрӑммӑн илсен тӗрӗсех, контексне кура кӑна йӑнӑш пуррине палӑртма пулать), анчах йӑнӑшсене ҫавах сахаллатма пулӑшӗ.
Mozilla Firefox браузер валли, LibreOffice офис пакечӗ валли ятарлӑ хушӑмсене «Hunspell чӑвашла» сайтран уҫласа илме пултаратӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.